Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Григорий Семенович Медведев асаилӗвӗсем

Григорий Семенович Медведев (1898-1978 ҫ.ҫ.) – виҫӗ вӑрҫӑ участникӗ. Тӑвай районӗнчи Енӗш-Нӑрваш ялӗнче ҫурасла ӳснӗ, пурӑннӑ.

АЧАЛӐХ

Эпӗ 1898 ҫулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Атте – Упа Матви Ҫеменӗ, анне – Чипер Павӑл Укҫини. Тӑхӑр ача ҫуралнӑ пирӗн: Марье, эпӗ, Захар, Илле, Якур, Татьян, Ваҫлей, Тимахви тата Наҫтаҫ. Захар вуннӑна ҫитсен, Илле ҫиччӗре, Якур виҫҫӗре, Тимахви иккӗре, Наҫтаҫ пӗрре тултарсан вилнӗ. Ваҫлей иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче нимеҫсемпе ҫапӑҫса пуҫен хучӗ.

Марьпе эпӗ асанне килӗнче ҫуралнӑ. Асатте, Сухарук карчӑкран хӑрӑк ҫурт вырӑнне илсе, аттене ҫурт лартса парса уйӑрса кӑларать.

Ҫиччӗре шкула кайма пуҫларӑм. Анчах нумай вӗренме килмерӗ. Ялта вӑл вӑхӑтра Сидоров пуп ӗҫлетчӗ. Унӑн ачи Коля пирӗнпе пӗрле вӗренетчӗ. Тӑтӑшах кӳрентеретчӗ вӑл мана тата ыттисене. Пӗррехинче, чӑтаймасӑр, ӑна ҫупса ятӑм. Вӑл ашшӗне класса кӑтартнӑ. Тепӗр кунне пуп мана турӑ суккунӗ урокӗнчен чышса, тапса кӑларса ывӑтрӗ. «Шкула мӗншӗн каймастӑн?» - тет атте темиҫе кун иртсен. Ирӗксӗрех каласа памалла пулчӗ, атте хӗнерӗ.

Пуп патне кайса калаҫрӗ атте, ҫапах кӑмӑлне ҫавӑраймарӗ. Укҫа таврашӗ пулман унӑн пама.

Урӑх йышши шкула, пурнӑҫ шкулне ҫӳреме пуҫларӑм вара. Трахвин Павӑлӗпе ӗне-сурӑх кӗтӳне, Пӑру Микихверӗпе пӑрупа сысна кӗтӗвне каяттӑм. Куне 5-10 пус тӳлетчеҫ.

Атте каскалама ӑстаччӗ: урапа, ҫуна тунӑ, катка лайӑх тӗпленӗ. Пӗр ятак ҫӗрӗ ҫеҫчӗ пирӗн, ҫавӑнпа ҫӑкӑр ҫитсе пыман. Кашни ҫулах атте Тяпук Ехвинӗнчен 10-12 пӑт тырӑ кивҫене кӗнӗ, кайран тавӑрса панӑ.

Вунӑ ҫула ҫитсессӗн аттепе пӗртӑван Петӗр пиччепе виҫӗ кас сыснисемпе кӗтӳре ҫӳрерӗмӗр. Илен кунӗ ялта вӑйлӑ пушар тухрӗ. Петӗр пичче кӗтӳпе малти кӗпер патӗнче хӑварчӗ те, пушар патне чупрӗ. Эпӗ, 300 ытла сысналлӑ кӗтӳне салатмасӑр, сехӗрленсе, макӑрса тӑратӑп. Манн урлӑ ҫилпе Кушкӑ ялӗ еннеле улӑм кӗлтисем ҫунса ӳкеҫҫӗ. Пушара сӳнтерсен Петӗр пичче кӗтӳне илме тухрӗ. Вӑл мана ыталаса макӑрса каларӗ: «Пӗтрӗр, мӗскӗнсем, пӗтрӗр. Аҫу-аннӳ уйран шӗл кӑвар ҫине кӗчӗҫ. Ситменнине аҫу вутта сикетчӗ, аран ҫыхса пӑрахрӑм».

Кӗтӳне яла илсе кӗтӗмӗр. Хамӑр вырӑна паллама та ҫук. Аттепе анне кӑмрӑклӑ пӗрене ҫинче лараҫҫӗ. Вӗсем манна ыталаса макӑрчӗҫ. Пушарта пӳрт, кӗлет, икӗ хутлӑ вите, ҫичӗ сыпӑклӑ лупасай, тата тӑватӑ юпаллӑ хапха пӗтрӗҫ. Вӗсем пурте ҫӗнӗ пулнӑ.

Пушар кӳршӗсенчен тухнӑ. Эпир килте пулман. Марье пӗчӗк ачасемпе уя тухса тарнӑ.

Атте унта ҫурт лартмарӗ. Вӑл вырӑна таса мар тесе шутларӗҫ. Ҫав килте ҫуралнӑ ачасем ҫамрӑклах ҫӗре кӗрсе пычӗҫ, атте те куҫпа чирлерӗ. Атте, ялйыш пулӑшнипе, ял хӗррине пӳр тлартма пуҫларӗ.

Эпӗ, виҫӗ ҫул хушши икӗ кас сыснисемпе кӗтӳне кӗрӗшсе кайрӑм. Вара кивҫене кӗме пӑрахрӑмӑр. Ыйтакана ҫынсем нумай мар, анчах вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ.

ПУРНӐҪ ТУТИ-МАСИ

Пӗррехинче пирӗн пата Шӑхран станцийӗнче магазинра ӗҫлекен Семен Васильевичпа (Вӑрманялсем) арӑмӗ килчӗҫ. Арӑмӗ манӑн аннен ашшӗпе (кукаҫипе) пӗртӑван. Вӗсем манна хӗрхеннипе хӑйсем патне илсе кайма шутланӑ. Аттепе аннене вӗсем «Ача кӗтӳре ҫӳрени начар. Ярӑр ӑна пирӗн пата. Вӑл апат пӗҫерӗ, вут хутӗ, сӑмавар лартӗ, ҫав вӑхӑтрах, тӑнӗ пур пулсан таварпа суту тума та вӗренӗ», - тенӗ. Ҫапла эпӗ вунтӑватӑ ҫулта ҫын ҫине тухса кайрӑм. Сут тума хӑвӑрт хӑнӑхрӑм. Йыснапа аппа мана юрататчӗҫ, анчах ӗҫленӗшӗн ҫулталӑкне 13 тенкӗ ҫеҫ пачӗҫ. Иккӗмӗш ҫулне вӗсем манна сут тума пасара илсе тухатчеҫ.

Тӗнче вӑрҫи пуҫлансассӑн, йыснан сут тума пӑрахмалла пулчӗ. Унӑн патент пулман. Таварӗ нумайччӗ. Вӑл манна сут тума патент илтересшӗнчӗ (хӑйӗн таварне сутса пӗтерме). Ҫак ӗҫрен манна Шӑхранта вӑйлӑ сут тӑвакан А.В.Кашинский хӑтарчӗ. Вӑл пирӗн пата ҫӳретчӗ, эпӗ те вӗсем патне кайнӑ. Мана вӑл сут тума пӗлнӗшӗн кӑмӑлланӑ. Тавар илекен ҫумне сӑпса пек ҫыпӑҫса тепӗр япала хушса пама тӑрӑшаттӑм эпӗ. Ҫавӑншӑн Кашинский мана хӑйӗн патне те чӗнетчӗ, анчах йысна ҫиленесрен хӑрарӗ. Вӑл манна «Гриша, ан ҫыхлан патентпа, хӑвна пӗтерсе хуратӑн», - терӗ.

Семен Васильевич сут тума пӑрахсан, мана унӑн пиччӗшӗ Никита Васильевич Вӑрмар станцине юман хӑма складне ӗҫлеме илсе кайрӗ. Унӑн Вӑрмарта, Шӑхранта тата Йӗпреҫре юман хӑма складчӗсем пулнӑ. Вӑрмарта 1917 ҫулчен ӗҫлерӗм.

САЛТАК СЛУЖБИ

Январь уйӑхӗнче патша ҫарне кайма Ҫӗрпӳ хулине чӗнчӗҫ. Унта эпир хамӑр ялсем: Униҫӗм Якур Павӑлӗ, Митяк Кирли, Мӑкаҫ Лекҫейӗ, Сӗрмек Ванькки тата эпӗ кайрӑмӑр. Сывлӑха тӗрӗслесессӗн военком (хамӑр ялти Лука Степанович ывӑлӗ Микулай Юшунев) пире 6-мӗш Ҫӗпӗр стрелковӑй полка, Вӑтам Азири Мерв хулине ячӗ. Туркестана пуйӑспа 18 талӑк кайрӑмӑр. Салтак ӗҫне вӗрентӗмӗр. Тепӗр уйӑхран мана полк командирӗ Заремский патне чӗнтерчӗҫ. Митяк Кирлипе иксӗмӗр те шиклентӗмӗр. Темшӗн чӗнтернӗ? Штабра дежурнӑйран командир патне кӗме ирӗк илтӗм. Полковник кабинетӗнче атӑ кӗлисемпе шаклаттарса, хыттӑн хам килни ҫинчен пӗлтертӗм.

Вӑл ман ҫине пӑхса: «Молодец», - тесе хучӗ.

- Рад стараться, господин полковник! – тетӗп тата хытӑрах.

Командир мана виҫӗ пакет тыттарчӗ те вуласа пама ыйтрӗ. Хӑрани иртсе кайрӗ майӗпен, ҫиеле ҫырнине вуларӑм. Мана ҫурӑмран лӑпкаса: «Молодец! Будешь связным. Можете идти», - терӗ.

- Слушаюсь! – тесе, пуля пек тухса сирпӗнтӗм пакетсене пама.

Вӗсене валеҫсе килсен командир хӑйӗн хваттерне илсе кайрӗ. Виҫҫӗн пурӑнаҫҫӗ килӗнче: хӑй, арӑмӗ тата хӗрӗ. Заремский службӑра питӗ ҫирӗп тытнӑ. Ҫавӑнпа ӑна салтаксем «Заремский - собака», - тетчӗҫ. Ахаль чухне вӑл шӳт тума, сӑмахлама юрататчӗ.

Ҫапла эпӗ связной пулса тӑтӑм. Апат полковник хӑйӗнпе ҫитеретчӗ.

Кӑштахран пирӗн полка Польша патне ҫапӑҫма ярасси ҫинчен приказ вуласа пачӗ полковник. Анчах – пӑтрануллӑ вӑхӑт пулнӑран, вӑрҫа лекеймерӗмӗр.

Ҫав вӑхӑтра салтаксене икӗ апатра шурӑ ҫӑкӑр паратчӗҫ. Каярахпа пӗр апатра ҫеҫ леке пуҫларӗ, унтан пачах пами пулчӗҫ. Полковник, революцие сиссе, икӗ вакун ҫӑнӑха сутнӑ та тарнӑ. Манӑн ротӑна таврӑнмалла пулчӗ.

Окябрьти революции хыҫҫӑн самана ахӑрса кайрӗ. Офицерсем пакунӗсене татса ывӑтаҫҫӗ. Патша ҫарӗ саланчӗ. Пире Самарӑпа Красноводск хушшинче йӗркелӗх тытса тӑма хӑварчӗҫ.

Эпир Хӗрлӗ гвардин 1-мӗш полкне ҫырӑнтӑмӑр. Полкӑн 242-мӗш ҫуран командине Красноводск хулине ячӗҫ.

Красноводскран таврӑнсан пире демобилизации йӗркипе каякан салтаксен хӗҫпӑшалӗсене тытса илме хушрӗҫ. Теджен хулинче Оренбург казакӗсене темиҫе эшелон чартӑмӑр. Вӗсем хӗҫпӑшалӗсене парсшӑн мар. Мускавпа ҫыхӑнчӗҫ аслисем. Мускав ҫине тӑнипе парӑнчӗҫ. Питӗ нумай хӗҫпӑшал, пулемӗт, тупӑ илсе юлтӑмӑр.

Нумай та пурӑнмарӑмӑр, Бухара востани пуҫланӑ. Хӑй тавра тӗрлӗ халӑх пуҫтарса, чугун ҫул ҫине тапӑннӑ. Ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынсене вӗлерсе пӗтернӗ. Чугун ҫула сӳтсе рельссене тӗвесемпе кӑкарса айкине кайса пӑрахма тытӑннӑ.

Эпир Каган хулинче вагон платформисем ҫинепулеметсем, тупӑсем вырнаҫтартӑмӑр. Ватка заводӗнче тупӑсемпе пулеметсене ватка пачкисемпе хупӑрларӑмӑр.

Чугун ҫул тӑрӑх, ҫул пур таран кайса, ҫапӑҫусене хутшӑнтӑмӑр. Эмирӑн юланутлӑ ҫарӗн шучӗ ҫук, пӗлӗт пек тапӑнса пырать. Анчах эпир вӗсене пулеметсемпе тупӑсенчен ҫаран ҫинчи курӑка ҫулнӑ пек пӗтертӗмӗр. Курман ҫын ан ӗнентӗр, курнӑ ҫын ан мантӑр ҫакна.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Чарджоу ҫывӑхне куҫарчӗҫ. Пирӗн кивӗ Чарджоури авалхи крепоҫе илмелле. Пире, ултӑ ҫынна, разведкӑна ячӗҫ. Крепость хапхинчен кӗреҫҫӗ те, тухаҫҫӗ те ҫынсем, темшӗн тӗрӗслемеҫҫӗ. Эпир те кӗтӗмӗр. Шалта хула пекех. Тӑшман салтакӗсем Афганистанпа Перси еннеле тухса тарнӑ-мӗн, сахалӑн юлнӑ. Униҫем Якур Павӑлӗпе Мӑкаҫ Лекҫейне хамӑрӑннисем патне донесенипе ятӑмӑр.

Крепӑҫре темиҫе пин сурӑх, качака, ҫӗршер ашак, тӗве. Ҫавӑнтах тӗрлӗ тупра, апат-ҫимӗҫ. Темиҫе ҫул пурӑнмаллӑх та хатӗрленӗ иккен.

Кӗҫех пире демобилизации йӗркипе киле ячӗҫ. Яла таврӑнтӑмӑр.

ГРАЖДАН ВӐРҪИ ҪУЛӖСЕМ

Килте нумай пурӑнаймарӑм. Чехсем тапӑнса килнӗрен, мана мобилизаципе илчӗҫ. Чистополь хулинчи 41-мӗш полка лекрӗм. Эпир унта хамӑр ялсемпе Митяк Лекҫейӗпе тата Качака Кӗркурипе пӗрле ҫитрӗмӗр. Чистопольтен Хусана илсе пычӗҫ. Унтан пуйӑспа маршевой полка, Чӗмпӗре кайма хушрӗҫ. Пуйӑс Кипеч станциӗ витӗр каять. Ҫавӑн чухне эпир вӑрҫа кайиччен пӗр каҫлӑх киле кӗрсе тухма шутларӑмӑр. Ял курӑнсассӑн вакун чӳречинчен сиксе юлтӑмӑр. Тепӗр куне ял Совечӗн пуҫлӑхӗ Моисей Иванович, Гриша пиччӗшӗ ҫитрӗ, пире кайма хушрӗ.

- Дезертирсем ан шутланӑр, - терӗ.

- Хамӑр та пӗр талӑка анчах юлма шут тытнӑ, - ӑнлантартӑмӑр ӑна.

250 тенкӗ тӳлесе, лав тытрӑмӑр. Иван Шутовпа Иван Пристов леҫрӗҫ пире. Бугульмара ҫар коменданчӗ патне пырса: «Пуйӑсран йултӑмӑр» терӗмӗр. Чаҫе ҫитсен тепӗр куне чехсене хӑвалама пуҫларӑмӑр.

Чехсем саланса кайсан Колчак ҫарӗ хӗсе пуҫларӗ. Анчах пирӗннисем те вирлӗ ҫеҫ тапӑнатчӗҫ. Уфана ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн «Байкал» станцире трофейсемпе пӗрле тӑварланӑ какай пичкисем лекрӗҫ пирӗн алла. Бирки ҫинче ҫапла ҫырнӑ: «Ӗне какайӗ, тӑварлани, 10 пӑт. 10 ҫул ларать». Пӗр пичкине уҫрӑмӑр. Ӗне пӗҫҫисене вакламасӑрах тӑварланӑ. Ӑна пӗҫерме те кирлӗ мар. Ҫаплах ҫирӗмӗр, типӗтнӗ пулӑ пек.

Чакакан тӑшмана хӑваласа эпир Агбаш ятлӑ пысӑк яла илтӗмӗр. Тепӗр кунне колчаковецсем йышлӑ вӑйпа тапӑнчӗҫ.

Ҫуркунне. Ҫер ӑшӑннӑ. Ҫул хыттинче пӑр ирӗлсе пӗтеймен. Калча ҫинче, ӑҫта пӑхан, чакакансем сурӑх кӗтӗвӗ пек пыраҫҫӗ. Лашаллӑ казаксем, ҫавӑрса илсе, сахал мар салтака вакласа тӑкрӗҫ. Манӑн куҫ умӗнчех комбата касса пӑрахрӗҫ. Ҫав самантрах пӗр казакӗ вӗҫтерсе ҫитрӗ те, кӑшкӑрса, укҫа ыйтрӗ. Эпӗ ҫирӗм, хӗрӗх тенкӗлӗх керенкӑсене карт пек майласа чикнӗччӗ. Кӑлартӑм та тыттартӑм.

- Мӗншӗн эсӗ карт паратӑн? – терӗ те вӑл хӗҫпе сулса ячӗ. Йӑванса кайман пулсан пуҫсӑр юлаттӑм ҫавӑнтах. Вӑл, тепре сулса илнипе, гимнастеркӑна касса ҫурчӗ, хырӑма лектерчӗ.

- Ку карт мар, укҫа, - тетӗп казака.

Вӑл салатса пӑхрӗ те лӑпланчӗ, мана аманнӑскере, яла илсе кайрӗ. Икҫӗр ҫынна яхӑн, амманисемпе сыввисене, тыткӑна илсе килчӗҫ яла.

Пире Чӗмпӗрте ҫӗнӗ обмундировани панӑччӗ. Казаксем хывса илсе тӑхӑнчӗҫ пӗтӗмпех. Аялти ҫӗтӗк кӗпепе тата йӗмпе ҫеҫ юлтӑм. Нимӗн тума та ҫуккӑ, тавах, сывӑ юлнӑ.

Хӑваласа кайрӗҫ пире Ҫӗпӗр еннелле. Ҫара уран юр, шыв, пылчӑк тӑрӑх утатпӑр. Пӗр яла ҫитрӗмӗр. Урамра хӗрарӑмсем пире хӗрхенсе макӑраҫҫӗ. Куратӑп, пӳрт кантӑкӗнчен пӗр хӗрарӑм урамри тепӗр хӗрарӑма кӗпепе йӗм тыттарчӗ, лешӗ, чупса пырса, вӗсене мана пачӗ. Конвоир хӗрарӑма прикладпа ҫапрӗ.

Зубовка ятлӑ ялта ҫӗр каҫрӑмӑр. Пире пысӑк арпалӑха хӑваласа кӗртрӗҫ. Ҫавӑнта улӑм ҫинче выртрӑмӑр.

Ҫул ҫинче тыткӑнрисем тифпа чирлеме пуҫларӗҫ. Эпӗ те, аманнӑскер, вӗриленетӗп. Челябинск хулине ҫитрӗмӗр. Унтан пуйӑспа Омск хулине илсе ҫитрӗҫ. Хула госпитальне вырнаҫтарчӗҫ. Пите чаплӑ госпиталь. Тиф силлет. Виҫӗ приступ чӑтса ирттертӗм. Юлашкинчен хырӑм тифӗ ҫакланчӗ. Тирпе шӑмӑ кӑна тӑрса юлчӗ. Шыҫӑнма пуҫларӑм.

Манпа юнашар Колчак поручикӗ Щербачев выртать, полковник ачи. Ҫемйинчисем Иркутскран курма пырса каяҫҫӗ.

- Вилмелли кунсем ҫитрӗҫ пулмалла санӑн, пӑх хӑвӑн ҫине, - тет вӑл мана куҫкӗсси парса.

Ватӑ хӗрарӑм врач мана обходра икӗ хутчен вӗри ваннӑра ҫума хушрӗ. Ҫакна илтсен чӗтреве ертӗм. «Вилӗм ҫитрӗ пулмалла, вӗри ваннӑна чукеҫҫӗ-тек», - тесе шухӑшлатӑп.

Сестрасем иккӗнтен наҫилкка ҫине хурса питӗ вӗри шывлӑ ванна ҫумне пырса лартрӗҫ. Врач аллисемпе шыва пӑтраштарчӗ те, мана унта хума хушрӗ. Шывӗ чӑтма ҫук пӗҫернипе кӑшкӑрса ятӑм. Кӑларчӗҫ ваннӑран, сивӗ шыв хушрӗҫ, каллех чиксе хучӗҫ. Чылайччен, ӑшчике вӗри витиччен тытса тӑчӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ куллен-кун самайланма пуҫларӑм. Апат та ҫиекен пултӑм.

Поручик начарлансах пычӗ. Амӑшӗсем киле илсе кайрӗҫ ӑна.

Врач мана сывалсан та пӗр уйӑх усрарӗ, тӗрмене ярас мар тесе. Анчах пӗр еврйӗ, фельдшер жалоба панӑ-мӗн, «тыткӑнри Медведев сывалнӑ, анчах врач ҫырса кӑлармасть», - тесе. Обход вӑхӑтӗнче врач хӑй патне кӗме хушса хӑварчӗ. Эпӗ пырсан вӑл мана ыталарӗ те «сан ҫинчен, Медведев, еврей жалаба панӑ. Ыран обходра главнӑй врач хӑй пулать. Эсӗ мӗнле те пулин сӑлтав туп, чӗре ыратать те», - терӗ. Иксӗмӗр те макӑратпӑр.

Тепӗр кунне, чӑнах та, главнӑй врач госпитальрен кӑларма хушрӗ. Кивӗ тумтир тӑхӑнтарчӗҫ. Херарӑм-врач мана 10 пачкӑ сигарет пачӗ. Вара конвойпа Иркутск тӗрмине илсе кайрӗҫ.

Тӗрмере надзиратель тӗпчеме пуҫларӗ:

- Эсе разведчик вӗт? – тет.

Эпӗ йышӑнмастӑп. Ҫав хӗрарӑм-врач «нимӗн те ан йышӑн. Йышӑнсассӑн персе вӗлереҫҫӗ», - тесе каласа янӑччӗ.

Ҫапнине, тапнине мӑй таранах ҫирӗм унта.

Темиҫӗ кунтан пире Преображенски урамӗнчи пересыльнӑй часть кантурне илсе кайрӗҫ. Пире тӗрлӗ ӗҫ тума салатрӗҫ, эпӗ вутӑ татма лекрӗм.

Пӗррехинче ҫамрӑк салтак пычӗ те вӑй парсе, ӑҫтан пулнине ыйтрӗ.

- Эпе Российӑран, - терӗм.

- Менле кӗпӗрнерен?

- Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчен.

Ларса сигарет туртрӑмӑр.

Вал хӑй Хусан хулинчен.Ман пекех тыткӑна лекнӗ ҫын. Малтан хӗрлисен штабӗнче бухгалтерта ӗҫленӗ пулнӑ. Кунта та ӑна штаба илнӗ.

Пуҫларӑм ӑна тилмӗрме. «Пропуск туса пар-ха», - тетӗп.

- Пропуск тума пулать, анчах мӗнле парас? – иккеленет вӑл.

Эпӗ пропускне хатӗрлесе хума ыйтрам. «Май килсен е хӑв тухса паран, е епле те пулин хам кӗрсе илӗп», - терӗм.

Темиҫе кунтан ӗҫ пӗтерсе кайма вӑхӑт ҫитсен пире строя тӑратрӗҫ. Эпӗ хыҫала тӑтӑм. Алӑк патне ҫитнӗ чухне конвоира «ентеш, кантура пӗр минутлӑха кӗрсе тухам-ха», - тетӗп. Вӑл мана прикладпа ҫапрӗ. Эпӗ каллех, «ентеш йӑпӑртлаха кӑна», - терӗм те, алӑкран вӗҫсе кӗтӗм.

Кантурта Хусан вырӑсӗ пӗчченех. Пропуск тыттарчӗ те вӑл мана, коридорпа васкаса иртсе, урамалла тухакан алӑкран кӑларса ячӗ. Ангара урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинчен пропуск кӑтартса каҫрӑм та, ҫулпала уттартӑм. Унталла-кунталла пӑхса илтӗм, никам та курман чухне савӑннипе виҫӗ хут сӑх сӑхрӑм та виҫӗ хут ӳксе пуҫ ҫапрӑм.

Ҫӗрӗпех утрӑм, пӗр ҫар ҫыннине те тӗл пулмарӑм. Ларса канатӑп та татах утатӑп. Черемхово патӗнчи вӑрмана касакансем патне пырса тухрӑм. Вӗсене кунта ирӗксӗрлесе ӗҫлеттереҫҫӗ-мӗн. Мана апат ҫитерчӗҫ те малалла мӗнле каймалли ҫула лайӑх ӑнлантарса ячӗҫ.

Ачинск хулине ҫитрӗм. Питӗ ывӑннипе вокзала кӗрсе лартӑм.

Пӗр офицер икӗ майра ҫавӑтна та ман умранах ҫаврӑнса кайрӗ. Пӑхатӑп: питӗ палланӑ ҫын пек, каснӑ-лартнӑ хамар ялти Укань Екимӗ. Чӑтаймасӑр «Яковлев», - тесе чӗнтӗм.

Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Тепре ҫаврӑнса кайрӗҫ.

- Яким, - тетӗп каллех.

Вӑл тепре ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Нумай та вӑхат иртмерӗ, ман офицер пӗчченех ҫитрӗ те ыйтать: «Эсир чӗнтӗр-и?».

Хӑвӑрт сиксе тӑтӑм та калпака илсе: «Тӗп тӗрӗс, господин поручик, эпӗ!» - терӗм.

Паллаштарма ыйтрӗ вӑл, мана сӑнран уйӑрмасӑр.

- Ӑҫтан?

- Российӑран.

- Мӗнле кӗперне?

- Хусан кӗперни.

- Хӑш уесран?

- Ҫӗрпӳ уесӗнчен.

- Хӑш ялтан?

- Нӑрвашсем.

- Кам пулатӑн эс? Мӗнле лекнӗ кунта?

- Мана Кӗркури тесе чӗнеҫҫӗ. Тарӑхасшӑн, каҫарӑр та, эпӗ сире сӑнран хамӑр ялти Яким Яковлев тесе шутлатӑп.

Вӑл хам ҫинчен, хӑйсен кӳршисем ҫинчен тӗпчеме пуҫларӗ. Эпӗ йӑхӗ-тӗпӗпех каласа патӑм.

- Кайрӑмӑр, - терӗ вӑл.

Манан ҫӳҫ калпака ҫӗклеме пуҫларӗ.

- Пӗтрӗм, мӗн тума ҫыхланса, - шухӑшлатӑп ӑсра.

Лини ҫинче класснӑй вагонсем лараҫҫӗ. Пӗр вагона илсе кӗчӗ мана. Шалта темӗн чухле тумтир, икӗ арча йӑлтӑр-ялтӑр туса куҫ вӑйне илет. Хывӑнтарчӗ те, ӗҫмелли-ҫимелли кӑларса лартрӗ. Апат ҫисе сӑмахларӑмӑр. Эпӗ хам пурнӑҫ ҫинчен каласа патӑм. Тӗрмерен хӑтӑлса тухнинчен тӗленчӗ.

- Мӗнле ҫитӗн-ши фронт патне? Фронт инҫе. Пуйӑспа каясан ҫакланатӑн.

Каймалли ҫула ӑнлантарчӗ. Мана лайӑх тумтирсем парасшӗнчӗ, анчах шутларӗ те, «ыйткалакан пек пулса кайсассӑн лайӑхрах», - терӗ. Тӑватӑ сайки, кӑлпасси, сыр, пӗр кӗленче эрех парса ячӗ. Калаҫура вӑл пӗр сӑмах та чӑвашла каламарӗ.

Еким ҫинчен урӑх сас-хура ялта илтӗнмерӗ. Вӑрҫӑра пӗтрӗ пулмалла вӑл, апӑрша.

Каҫпала ҫул ҫине тухрам. Ҫул ҫинче икӗ сайки ҫирӗм, эрехне ӗҫсе ятӑм. Ир енне пӗр пӗчӗк яла ҫитрӗм. Ялта мана апат ҫитерчӗҫ, ҫул кӑтартса ячӗҫ.

Ҫапла виҫҫӗмӗш кунне Кемерово патнелле ҫитсе пыраттӑм. Каҫ еннелле мана хирӗҫ пысӑкрах ҫамрӑк ҫын тӗл пулчӗ. Сигарет туртса калаҫрӑмӑр. Вӑл та, ман пекех Российӑна, Вяткӑна каять. Колчак ҫарӗнчен тарнӑ. Вӑрҫӑччен Атӑл ҫинче ӗҫленӗ. Пӗрле кайрӑмӑр. Юлташ унччен пулнӑ яла кӗрсе, вӑл пурӑннӑ килтех ҫӗр каҫрӑмӑр. Тепӗр икӗ хутчен апат ҫитерчӗҫ.

- Разъездран пӗрер талӑк пуйӑспа кайма пулӗ-ши? – тетпӗр хваттер хуҫинчен.

Вӗсем пире унта кайма хушмаҫҫӗ.

- Сире отрят тытать. Коменданчӗ пите усал. Дезертирсене персе пӑрахни те пулнӑ, - ӑнлантарчӗҫ.

Юлташ ҫине тӑнипе, кил хуҫисене итлемесӗр, разъезда утрӑмӑр. Ҫур ҫулта ылтӑн пакунлӑ офицер тӗл пулчӗ. Вӑл пире, наганӗпе тӗллесе, алӑсене ҫӗклеттерчӗ. Хӗҫпӑшал пуррипе ҫуккине тӗрӗслерӗ те умӗнчен утма хушрӗ. Эпӗ малта утатӑп, ман хыҫҫӑн юлташ, вара офицер сыхласа пырать.Тем каялла пӑхтарчӗ мана. Юлташ аллипе паллӑ парать-мӗн, «эпӗ офицера пӑватӑп», - тесе. Самантран тытӑҫса кайрӗҫ вӗсем, ҫӗрте кӗрешеҫҫӗ. Офицер аллисемпе шашкипе наганне хыпашлать. Сиксе ҫитрӗм те, хӗҫпӑшалне туртса илтӗм.

Вилене вӑрмана илсе кӗтӗмӗр. Ҫиелти тумтирне хывса илтӗмӗр. Вӗсене, хӗҫпӑшалпа пӗрле, хамӑр ҫӗр каҫнӑ хваттер хуҫине кӗрсе патӑмӑр. Вӑл илесшен мар, шикленет.

Вяткӑ вырӑсӗпе икӗ кунтан уйрӑлтӑмӑр.

Эпӗ пӗр пуйӑс ҫине ларма пултартӑм. Кондуктӑрӗ Улатӑр ҫынни пулчӗ. Ӑна хам тӳссе ирттерни ҫинчен каласа патӑм. Вӑл мана пӗр хушӑ, Болотное станцире, нӳхрепре пытарса усрарӗ.

Икӗ кунтан пирӗннисем ҫитрӗҫ. Кондуктор вӗсене ман ҫинчен пӗлтернӗ. Штаба илсе кайрӗҫ. Ыйтса пӗлчӗҫ, тӗрӗслерӗҫ. 51-мӗш Мускав стрелковӑй дивизи хӑтарнӑ иккен мана. Командирӗ В.К.Блюхер. Вал Ярославль кӗпӗрнинчи хресчен ҫемьинчен. Унӑн аслашшӗ Медведев, икӗ георгиевси хӗрес кавалерӗ, крепостла хресчен пулнӑ-мӗн, помещик ӑна «Блюхер» хушама панӑ. Ҫав хушамат вара йӑха кӗрсе юлнӑ.

Мана 459 стрелковӑй полка разведчиксен командине ячӗҫ. Разведчиксен командирӗ Татаринов хушаматлӑскерччӗ. Вӑл мана апат ҫитерчӗ, тумлантарчӗ, хӗҫпӑшал пачӗ.

Колчак ҫарне Ҫӗпӗрелле хӑвалатпӑр. Ҫул ҫинче пирӗн алла нумай япала лекет. Татаринов командир мана юланутпа Ермаково ялне тӗрӗслеме ячӗ. Инҫетренех курӑнать, хутор ҫумӗнчи ултӑ пуставлӑ арман патӗнче шуррисен пысӑк вӑйӗ пуҫтарӑннӑ. Вӗсем тем тесен те эпир йышӑннӑ яла илме хатӗрленеҫҫӗ. Нумай шухӑшласа тӑмасӑр каялла вӗҫтертӗм, ҫакӑн ҫинчен ҫиӗнчех командира пӗлтертӗм. Пирӗн чаҫсем наступлени пуҫларӗҫ. Шуррисене йышлӑн пӗтерчӗҫ тата тыткӑна илчӗҫ. Хӗҫпӑшал та нумай куҫрӗ пирӗн алла.

Темиҫе кунтан мана дивизи штабне Блюхер патне чӗнтереҫҫӗ. Хам хӑратӑп: каллех тӗпчемӗҫ-и? Эй, пӗтнӗ пуҫ пӗтнех тесе дежурнӑйран комдив патне кӗртме ыйтрӑм. Ирӗк пачӗ. Ура кӗллисемпе шӑкки-шакки тутарса хам килнине пӗлтертӗм.

- Вольно, ларӑр, - ирӗк пачӗ В.К.Блюхер. – Акӑ сире, Медведев юлташ, награда, 250 тенкӗ, Ермаково хуторне тӗплӗн тӗрӗсленӗшӗн. Малашне те ҫавӑн пек ҫивӗч те хӑюллӑ пул...

Унтан Колчак ҫарне Иркутска ҫитичченех чарӑнмасӑр хӑваларӑмӑр. Салтакӗсем саланса пӗтрӗҫ адмиралӑн. Юлашкийӗсене пирӗн команда Читаран Манчьжурине кӑларса ывӑтрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иркутск ҫумӗнчи Хомутово ялӗ ҫумӗнче кантӑмӑр. Ангара тӑрӑх Братск ятлӑ яла куҫарчӗҫ.

Братскра Польша фронтне кайма приказ пулчӗ. Эпир Иркутскра эшелонсем ҫине тиеннӗ чухне 50-55 градус сивӗ тӑратчӗ. Салтак пурпӗр чӑтать, мӗн тӑвӑн.

Дивизи 18 эшелнпа ҫула тухрӗ. Ҫул ҫинче те ҫапӑҫусем пулчӗҫ. Колчакӑн аташса юлнӑ вӑйӗсемпе. Пӗр генерал темиҫе пин ҫын пухнӑ та пирӗн ҫине тухнӑ. Ӑҫта каяҫҫӗ, мӗншӗн пӗтеҫҫӗ? Хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ. Парӑнман пирки нумай юн юхрӗ. Пирӗн те ҫухатусем пулчӗҫ. Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен забастовкисем те хӑвӑрт кайма чӑрмантарчӗҫ.

Омскра темиҫе эшелон тыткӑнри французсене, килне таврӑнаканскерсене, куртӑмӑр. Хура костюмсемпе, хура курак пулкки пек, перрон тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем пире: «Днепр енче тӑвар ҫук, пӗр стакан тӑвартпа темӗн те илме пулать» - теҫҫӗ. Вӗсен сӑмахӗсене итлесе складран вӑй ҫитнӗ таран тӑвар ҫӗклесе тухрӗҫ салтаксем.

Чӗмпӗр хулинче нумай тӑнипе мана ухмахла ӑс кӗрсе кайрӗ: «лав тытса киле тӑвар кӗрсе парас та пассажир пуйӑсӗпе юлташсене хӑваласа ҫитес».

Лавҫӑ тупӑнчӗ, пӗр пӑт тӑварла киле леҫме. Анчах пӗр ӑсла старик ҫапла каларӗ: «санӑн аҫӳ, аннӳ, пиччӳсем, йӑмӑкусем, шӑллусем пур. Дезертир тесе тытсассӑн пӗтетӗн. Ҫемьйӳне те килтен кӑларса ярӗҫ. Тӑвара почтӑпа ярсан аванрах пулӗ».

Пӗр пӑт тӑвар почтӑпа ятам. Анчах вӑл киле ҫитмен.

Днепр хӗрринче Перовск ятлӑ станцӑна ҫитрӗмӗр. Икӗ кун хушши Каховкӑна илме хатӗрлентӗмӗр.

Врангель Днепр урлӑ каҫасшӑн, Каховкӑна нумай ҫар пуҫтарса, питӗ вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ.Хула йӗри-тавра 12 рет йӗплӗпралук картнӑ.

Пирӗн 459-мӗш полкӑн разведка командине, Днепр урлӑ каҫса, Каховка ҫывӑхӗнчи тӑвата вырӑна (Ҫӳлти Каир, Аялти Каир, Ҫӳлти Барислав, Аялти Барислав) тӗрӗслеме приказ пачӗҫ. Вӗсем Каховкӑна илме чӑрмантарнӑ. Эпир, 24 разведчик, ҫӗрле аслӑ шыва шыв вырӑнне хумасӑр, Днепр урлӑ каҫрамӑр. Тӑшман патрулӗсене пуҫтартӑмӑр.

Пирӗн салтаксен тумтирӗсем ҫул ҫинче хуралса пӗтнӗччӗ. Каҫхине вара Днепр урлӑ каҫнӑчухне, пурте йӗпеннӗ. Аялти кӗпе-йӗме ҫуса, ирччен типме пралук ҫине ҫакса пытанса выртнӑччӗ кӑна, кӑвак шуҫӑмпа дивизи Каховкӑна штурмлама пуҫларӗ.

Врангель салтакӗсем пӑшал сассисемпе вӑранса, аялти кӗпе-йӗмсемпе сике-сике тухаҫҫӗ. Кураҫҫӗ: хӑйсем те шурӑ, пралуксем ҫинче те шап-шуррӑн вӗлкӗшеҫҫӗ. Сехӗрленсе ӳкнӗ пулас. Ӑҫта каяс? Мӗн тӑвас? Кама пӗрес? Урам тулли виле хӑварса, цӗплӗ пралуксем урлӑ кӑнтӑр еннелле йӗркесӗр тарма пуҫларӗҫ. Вилӗсем, пусса пӑрахнӑ шурӑ хурсем пек, выртса юлаҫҫӗ. Хӑй карнӑ йӗплӗ пралук ҫинче те нумай ҫакӑнса юлчӗ тӑшман.

Разведка тунӑшӑн виҫӗ салтака В.К.Блюхер 250-шар тенкӗ укҫа пачӗ. Награда илекеннисенчен пӗри эпӗ пултӑм.

Каховка ҫывӑхӗнчен хӑваласа ярсан Врангель Сиваш патӗнче тытӑнса юлма хӑтланчӗ. Анчах май килмерӗ. Золотая балкӑна тата Стремянский пасара илсессӗн пирӗн ҫине танксем ячӗҫ. Вӗсем блиндажа вӑйлӑ чӗтретеҫҫӗ. Анчах чылай танкне пирӗн салтаксем тытса илчӗҫ. Перекоп патне ҫитрӗмӗр.

Ӑна илме пире хӑйӗн отрячӗпе Махно то чылай пулӑшнӑ терӗҫ. Перекопа илсессӗн Врангель ҫарӗ салан пуҫларӗ. Эпир Симфереполь, Севастополь хулисене ирӗке кӑлартӑмӑр. Севастополе юрӑ юрласа пырса кӗтӗмӗр. Кунта таракан офицерсем, шӑнӑҫма ҫуккипе, парахут синчен пӗр-пӗрне шыва тытса пӑрахнӑ-мӗн. Портра Врангеле ют ҫершывсем пулӑшса панӑ тумтир купи – колхозӑн улам ури пысӑкӑш вӑл – ҫунать. Тивертсе хӑврнӑ та сӳнтерейместӗн. Ҫав тери хӗрхенмелле. Курман ҫын ӗненмӗ ҫакна. Чаплӑ шинельсем тата ытти нумай тумтир ҫунса кайрӗҫ.

Пирӗн дивизи Одессӑна кӗчӗ. Хула аслӑ урамӗпе стройпа музыкӑпа, юрласа иртрӗмӗр. Пилӗкшер, ҫичшер хутлӑ ҫуртсем чӗтренсе кӑна тӑрҫҫӗ. Урам тулли халӑх. Ватти, ҫамрӑкки, арынӗ, хӗрарӑмӗ иакӑраҫҫӗ: «тавтапуҫ, тамӑкран хӑтарса хӑварнӑшӑн», - теҫҫӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн мана дивизири вӗренӳ шкулне ячӗҫ. 1920 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнчен декабрӗн 21-мӗшӗччен пултӑм шкулиа, 1921 ҫулхи февралӗн 7-мӗшӗнче алла свидетельство пачӗҫ. Вӗренсе тухсан разведка взвочӗн командирӗ турӗҫ, Тирасполь хулине куҫарчӗҫ. Бессарабирен шпионсем каҫатчӗҫвӑл вӑхӑтра. Пӗррехинче тӑхӑр шпион тытрӑмӑр, мана тӑватӑ салтак парса, вӗсене Балта хулине илсе кайма хушрӗҫ. Балтӑра шпионсене ОГПУ аллине патӑмӑр.

Балтӑран таврӑнсан пирӗн взвода Махно бандине ҫавӑрса илме ячӗҫ. Икӗ ҫӗрти – Григориополь тата Стерожинка ҫывӑхӗнчи тытӑҫусене хутшӑнма тӳр килчӗ.

Крымри ҫапӑҫусемшӗн тата Колчака пӗтернӗшӗн 51-мӗш дивизине «Хӗрлӗ Ялав» орден панӑ. Пирӗн полка то ҫавӑн пек орденпа наградӑлаҫҫӗ. Орденне эпир ҫиччӗн (суйласа янӑ салтаксем) Екатеринославле кайса илсе килтӗмӗр.

Лару-тӑру ҫӑмӑллансан киле ячӗҫ.

МИРЛӖ КУНСЕМ

Эпир, вунтӑхӑр салтак, ҫула пуҫтарӑнса тухрӑмӑр. Кашнинех эрнелӗх паекпа тивӗҫтерчӗҫ – ҫимелли ҫителӗклӗ.

Ҫул ҫинче юлташсем килӗсене саланса пӗтрӗҫ. Виҫҫӗнех юлтӑмӑр. Апат-ҫимӗҫ ытлашшипех, ыйткалакансене паратпӑр тата сутатпӑр. Тата икӗ салтакӗ Киевра юлчӗҫ. Вӗсем мана: «Медведев, эсӗ мӗн чухле йӑтма пултаратӑн, ҫавӑн чухле ҫӑнӑх ил, ялта кирлӗ пулать», - теҫҫӗ. Ҫӑкӑр та пурччӗ.

Канашра 30 кӗрепенкӗ ҫӑнӑх,пӗр пӑт ҫӑкӑр тата ытти япала илсе ҫитертӗм. Вӑл вӑхӑтра нумай ҫын выҫӑпа вилнӗ. «Килтисем чӗрӗ-ши?», - шутласа пыратӑп ҫул ҫинче.

Канашра япаласене пӗр пайне хваттере кӗртсе хӑвртӑм.

Киле ҫитрӗм. Чӗре кӑкӑртан сиксе тухасла тапать. Аттепе аннене палламалла та мар, выҫӑпа ахлатса вырӑнпах выртаҫҫӗ.

Мана курсан йӗрсе ячӗҫ. Манӑн та ӑшра ҫулӑм явӑнать, сӗрӗмӗ ҫеҫ курӑнмасть.

Аттепе анне лӑплансан апата лартӑмӑр. Вӗсем тӳрех ҫӑкӑр ярса илчӗҫ. Тепӗр кунне хырӑм каснипе чутах вилсе каятчӗҫ. Ҫул ҫинчех илтнӗччӗ эпӗ, чылай вӑхӑт выҫӑ пурӑннӑ ҫын тӑрук ҫисен аптӑрать тенине. Хӑраса ӳкрӗм хам та, ним тума пӗлместӗп. Юрать, вӗсен ыратни майӗпен ирте пуҫларӗ. Ерипен тӑркаласа ҫӳреме пуҫларӗҫ.

Тепӗр икӗ кунтан халӑха Левентей кӗлетӗнчен кукуруза панине илтрӗм. «Пире памаҫҫӗ», - тет атте. Ӑшчике, штык кӗнӗ пекех, пӗҫертсе ячӗ.

Кӗлет патне кайрӑм. Унта халӑх пасарти пек. Курӑк ҫинче выртаҫҫӗ.

Ҫитрӗм те:

- Сывӑ-и, халӑх? – терӗм.

- Ҫакӑн пек сывӑ, Кӗркури. Эсӗ ҫитрӗн-и? – хуравлаҫҫӗ.

- Кама пуҫ ҫапатӑр, мӗскӗн халӑх? – ыйтрӑм хӗрӳленсе.

- Григорий Григорьевичпа Александр Лукича, - теҫҫӗ.

Манӑн ӑшра вут сӳнмен. Чӑтаймасӑр, Григорий Григорьевич патне пырса ҫапла каларӑм:

- Кӗркури пичче, тезка, мӗнле пасар, илемсӗр пасар, сирӗн кунта? Нумай кулма юрамасть выҫӑ халӑхран. Килте выртакансене мӗншӗн шута илместӗр? Тӗрӗссине кала, мӗнле майпа манӑн аннепе атте кукуруза памастӑр? Эпӗ ӑҫта, дезертирта вӑрман тӑрӑх тарса ҫӳрерӗм-и?

Ҫапла, эпӗ икӗ пӑт ытла кукуруза илсе таврӑнтӑм. Кайран татах илнӗ. Ҫынсем те кӗлет умӗнче нумай выртми пулчӗҫ.

Чылай вӑхӑт иртсен илтрӗмӗр: ялти аслисем халӑха валеҫмелли кукурузӑна пӗр пайне сутса туй тунӑ иккен.

Пӗррехинче пирӗн пата объездчик (матрус) Григорий Андреевич пычӗ те, мана тилмӗрсе, ҫапла каларӗ: «Манӑн питӗ хӑвӑрт Вӑрмара лесничествӑна ҫитерсе памалли пакет пур. Сирӗн лашана шанатӑп. Уншӑн сире эпӗ Кипеч ращинчен виҫӗ хуҫӑлнӑ юман паратӑп. Тарӑхасшӑн, пакета ҫитер. Мӗн вӑхӑтра ҫитерни ҫинчен хут илсе кил», - терӗ. Эпӗ пакета палӑртнӑ вӑхӑтран 20 минут маларах та илсе ҫитертӗм. Виҫҫӗмӗш кунне Григорий Андреевич пире вӑрмана юмансем тиеме ячӗ. Эпир аттепе хамӑрӑн икӗ лашана кӳлсе, вӑрмана кайрӑмӑр. Вутӑ тивертсе, кӗл ӑшне ҫӗрулми пӑрахрӑмар. Юмансене ваклама пуҫларамӑр.

Таҫтан вӑрман кондуктӑрӗ Иван Евдокимович килсе тухрӗ. Вӑл, кӑшкӑрса, ман пата пычӗ те янахран пӗррех ҫапса ячӗ. Эпӗ питӗ тарӑхрӑм. Салтака кайса килсе те ҫын патакне ҫисе курман. Манӑн ҫав вӑхӑтра вӑй ытлашшиехчӗ. Мӗнле патӑм хирӗҫ, ман кондуктор ӳке-ӳке тарать. Эпӗ хӑвалам пекки тӑватӑп.

Иван Евдокимович Григорий Адреевича акт ҫырма илсе килчӗ. Юмана мӗншӗн сыплама хушнине пӗлсен вара манран каҫару ыйтрӗ.

Ҫапла, ӗмӗр пурӑнса ялтах пӗр ҫупкӑ ҫисе куртӑм. Иркутск тӗрмине шутламасассӑн, астумастӑп ҫын урӑх ман ҫине алӑ ҫӗкленине.

Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн, юхӑннӑ патшалӑха ура ҫине тӑратмалла. Григорий Андреевич аттене калать:

- Ҫемен пичче, эпир Кӗркурипе вӑрманта ӗҫлеме килӗшӳ тӑватпӑр. Унӑн, ҫынсем пуҫтарса юман касмалла, кӗреш тумалла, хӑма ҫурмалла, виҫӗ тӗслӗ клепка чутламалла, вутӑ хатӗрлемелле. Юман тӑррине хӑвӑра укҫасӑр паратпӑр. Юмансем, чӑнах та, питӗ шултра. Юман ӳкес вытӑнти йывӑҫ ванать пулсан, туратне улӑхса касса антарас пулать. Хӑшпӗр туратти хапха юпи пулать. Вӑл хапаха юпилӗх пулсан та, укҫасӑрах сире пулать. Икӗ участока пурӗ 643 юманпа туйра. Участокӗсем Пурш ҫырми леш енче, ҫӗнҫырма патӗнче. Кайса килме лаша хӑвӑрӑн.

- Григорий Андреевич, вӑл пирӗн шӗшкӗ те касса курман, - иккеленет атте.

- Эсӗ калаҫса ан тӑр. Эпӗ ӗҫне хамах йӗркелесе пыратӑп. Ҫын пуҫтарӑр та договор туса ӗҫлеччӗр.

Эртел пуҫтартӑм ҫичӗ ҫынран. Хам, Лариван Ҫӗпритунӗ, Ахмат Хӗветӗрӗ, Хотя Мишши, Кирле Иванӗ, Илле Павӑлӗ тата Тӑрна Данилӗ. Ҫапла, эпир вӑрманта ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Мана бригадир турӗҫ.

Пирӗн таврана сӗм вӑрман тесе каламалла. Вӑрманӗнче кӑмака пек юмансем, ҫӑка, хурӑн, вӗрене ӳсеҫҫӗ. Урапапа пырса ҫаврӑнса тухмалла мар вырӑнсем пурччӗ.

Анне вилнӗ майӑн авланма лекрӗ. Ильхун Илли хӗрне Шерпинеса качча илтӗм. Икӗ ача пулчӗ турӑ панипе. Анчах та «турӑ парать те, хӑех илет» тенӗ пек, Коля ҫичӗ ҫула ҫитсен, Маня пилӗк ҫулта вилчӗҫ. Пилӗк кун хушшинче икӗ виле пытартӑмӑр. Хытӑ хуйхӑртӑмӑр.

Пӗррехинче аттепе пӗртӑван Иван пичче (Упа Иванӗ) мана «сирӗн ача ҫуккӑ. Юман Михалин ачи начар. Михали хӑй паян-ыран вилес пек выртать. Пӗчӗкскере илсе улӑхӑр, телейӗ пулсан пурӑнӗ. Вилсессӗн те ют мар, сӑвап пулӗ», - терӗ.

Генади сӑпкара ларать. Аллинче пӗр шит тӑрӑшшӗ сухан ҫулҫи, ҫимелии ним ҫук. Ҫӳҫӗсем шӑртланнӑ. Киле илсе кайрӑм ачана. Унӑн амӑшӗ вилнӗ пулнӑ.

Арӑм ачана лайӑх пӑхрӗ. Вӑл тӳрленсе кайрӗ, ӗне сӗчӗ ҫителӗклехчӗ пирӗн. Вӑрман каснӑшӑн карточкӑпа продуктсем те парачӗҫ. Кӑлпасси яшки те пӗҫерсе ҫиеттӗмӗр.

Вӑрман каснӑ ҫӗрте бригадирта вуникӗ ҫул ӗҫлерӗм. Кашни ҫулах преми илсе пыраттӑмӑр.

Мана теҫетскине (ял Совет исполнительне) суйларӗҫ.

Ҫӗртме вӑхӑчӗ. Ҫанталӑр уяр, шӑрӑх. Манӑн ял Советӗнче дежурство тӑма вӑхӑт ҫитнӗ. Шерпинес «вӑрманта сансӑр май килмӗ, унтах кай, Советра хам пулӑп», - терӗ.

Ял Советӗнче арӑма 63 ҫынна алӑ пустарма список параҫҫӗ. Ҫуррине ҫаврӑнса тухсан ӑна урамрах паралич ҫапса ӳкерет. Кашкӑр Аҫҫи ӗҫрен кӑнтӑрлахи апата таврӑннӑ чухне хӑйсен умӗнче тусан ҫинче хӗрарӑм выртнине курать те, кӳршисене чӗнет. Аҫҫа, вӗсемпе пӗрле лаша кӳлсе, арӑма урапа ҫине хурать, пирӗн киле илсе ҫитерет. Мат патне вӑрмана хыпар ҫитсен, ҫурри вилсех кайрӑм. Ҫапла, кӗтмен ҫӗртрен арӑма пытармалла пулчӗ.

Атте те вилчӗ. Хама пӗчӗк ачапа пурӑнма йывар. Ҫавӑнпа Тихӑн арӑмӗ пулнӑ Праскине, Хӗветӗр ятлӑ ачипе перле кайса илтӗм.

Колхоза кӗтем. Икӗ ҫул хушши правлени членне суйларӗҫ.

Ҫав вӑхӑталла пирӗн ял ачисем колхоз лашисемпе Куйбышев патӗнче чугун ҫул тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Вӗсене ҫавӑнтанах салтака илсе кайнӑ, лашисем стройкӑрах юлнӑ. Правлени членӗ тесе мана ҫав лашасене, шыраса тупса, илсе килме ячӗҫ. Икӗ хутчен кайса колонисем тӑрах шыраса ҫӳрерӗм, тӳпелешсе те пулин пурпӗр 18 лаша, 9 урапа илсе килтӗм.

Икӗ ҫул ытларах тырӑ патӗнче кладовщик пултӑм. 1941 ҫулхине вӑрҫӑ пуҫлансассӑн алӑ ҫитменнипе тырра хӗлле ҫапрӗҫ. Вӑл типсе ҫитейменччӗ те, сивӗпе хӑйӑр купи пек шӑнса ларчӗ. Халӑха тулӑ валеҫнӗ чухне шӑннӑ купаран ката-ката илчӗҫ.

Ҫав тырӑран вӑрлӑх турӑмӑр. Стена ҫумӗнчен стена ҫумне кӗреҫепе сӑвӑрса кунӗпе уҫӑлтартӑмӑр. Пирӗн вӑрлӑх акма юрӑхлӑ пулчӗ.

Йӑлӑмкасри Гурий Васильевичӑн пӗр центнер тырри те вӑрлӑха каймасть. Ырашӗ ҫинче кӗмӗл шӑрҫа хутӑштарнӑ пек пӑр.

Правлени ларӑвӗнче тырра ӳркенмен ҫынчене типӗтме парас тесе сӗнтӗм, кӑмакара, авӑнра типӗтчӗр, терӗм. Ҫапла халӑха 640 центнер валеҫсе патӑмӑр.

Вара мана военкомата чӗнтерчӗҫ. Хамӑн вырӑна, вӑрҫа пит хӑвӑрт илсе кайнӑран, арӑма хӑвартӑм.

ВӐРҪӐ

Улатӑр хулине пуҫтарчӗҫ пире. Маршевой полк йӗркелерӗҫ. Воронежа ҫитрӗмӗр. Тӑшман хула ҫине вӗҫӗмсӗр бомбӑсем пӑрахать.

Пӗрремӗш линине йышӑнтӑмӑр кӑна, нимӗҫсем пирӗн ҫине тапӑнчӗҫ. Аран тытса чаратпӑр. Иккӗмӗш линире хамӑр ялсем Сӗрмек Петти пурччӗ, ҫапӑҫусем пуҫлансан ӑна тек курмарӑм.

Темиҫе кунтан контузи илнипе стройран тухрӑм. Контузи иртрӗ. Каллех ҫапӑҫусене хутшӑнатпӑр. Тӑшман вӑйлӑ хӗҫпӑшалланнӑ: сывлӑшра вӗсен самолечӗсем хуҫаланаҫҫӗ, ҫӗр ҫинче танксемпе мотоциклсем малалла талпӑнаҫҫӗ. Пирен алӑра патша вӑхӑтӗнчи винтовка кӑна.Тӑрса пемелли окопсем чавма хушрӗҫ. Оборона тытатпӑр. Аялтанах «рама», нимӗҫсен разведчикӗ вӗҫсе иртрӗ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, саранча пулкки пек, нимӗҫ самолечӗсем вӗҫсе килеҫҫӗ. Ҫирӗм виҫӗ самолет. «Пӗри те ан пӗрер, ан хускалӑр», - пулчӗ приказ. Окопсем урлӑ вӗҫсе кайрӗҫ. Лиски станцине бомбӑсем пӑрахасшӗн пулӗ тесе шутласаччӗ кӑна, вӗсем каялла ҫаврӑнса ҫитрӗҫ те, пирӗн лини ҫине, ярӑна-ярӑна анчӗҫ. Йӗри-тавра шартлатса кӑна тӑрать, ахӑр самани ҫитрӗ. Ҫӗр сирпӗнет, салтаксем йынӑшаҫҫӗ, тӗтӗм йӑсӑрланать. Юнашарах бомба шартлатса ҫурӑлчӗ, урӑх нимӗн те астумастӑп…

Ҫӗр хупаласа хунӑ пулнӑ иккен мана, урасем ҫеҫ курӑнса выртнӑ. Иккӗмӗш ротӑри салтаксем чакнӑ ҫухне чавса кӑларнӑ-мӗн, вара санитарсене панӑ. Левая роща ятлӑ вырӑнта эвакогоспитале ӑсатрӗҫ. Аманни темиҫе ҫӗр салтак, тен, пинӗпех пулӗ. Нимӗн те илтместӗп, шыҫӑнса пыратӑп.

Нимӗҫсем Левая роща ҫине те бомбӑсем пӑрахма пуҫларӗҫ. Машинӑсемпе илсе тухма ӗлкерчӗҫ пире. Балашово еннелле ҫул тытрӗҫ.

Ҫул ҫинче «мыскарасем» те куртӑмӑр. Пӗр ферма тӗленче чарӑнчӗҫ машинӑсем. Дояркӑсем аманнисене сӗт ӗҫтерме пуҫларӗҫ. Виҫҫӗн кӑна ӗҫсе ӗлкертӗмӗр, таҫтан милиционер чупса пычӗ те, сӗте тӑкрӗ ячӗ, дояркӑсене хӗнесе илчӗ. Кураймасть иккен вӑл совет салтакӗсене. Хыҫалти машина кабининчен пирӗн колонна командирӗ тухрӗ, милиционера ҫавӑнтах персе пӑрахрӗ. «Тавтапуҫах сана. Мӗн чухле тарӑхтарса пуранчӗ вӑл пире, чисти чӗр шуйттанччӗ», - теҫҫӗ дояркӑсем.

Госпитальте манӑн шӑлсем, пӗр ыратман ҫӗртен, хавшаса, ӳкрӗҫ. Виҫӗ уйӑх илтмесер пурӑнтӑм, унтан тин кӑштах сасса уйӑракан пултӑм. Иккӗмӗш группа инваличӗ туса кӑларчӗҫ госпитальтен, киле ячӗҫ.

Яла ҫитсен тепӗр куннех вӑрман сывлӑшне сывлама кайрӑм. Врачсем те вӑрмана ҫӳреме хушса янӑччӗ. Ураскассисене Никифорова тӗл пултӑм, вӑл унччен десятникре ӗҫленӗччӗ. Аран-аран палларӗ мана, «ан тӗлӗнтер, Медведев, эсӗ ҫакӑн пек пулса килтӗн-и?» - тет. Эпӗ шӑлсӑр ҫӑвара кӑтартса, «Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ», тетӗп.

Хам ҫинчен пӗлтерме военкомата кайрӑм. Военкомӗ ҫуккӑ. Пӗрремӗш часть начальникӗ Сергеев, ӳсӗрскер, документсене илсе юлчӗ. Хӑй вӑл чӑваш, анчах манпа вырӑсла калаҫать: «завтра придешь, сегодня военкома не будет». Тепӗр кунне военкомӗ пур, Сергеевне Шупашкара чӗннӗ. Военком ман документсене шыраса тупаймарӗ, тепӗр виҫӗ кунтан пыма хушрӗ. Виҫӗ кунтан кӗтӗм: Сергеев ӳсӗр ларать, военкомӗ Канашра. Эрнерен килме хушрӗ. Темиҫе кайсан та, документсем тупӑнаймарӗҫ. Собесра инвалида кӑларнӑ хутсене военкоматра ҫухатни ҫинчен пӗлтертӗм. «Тупса парӑр, унсӑр эпир нимӗнле пенси те пама пултараймастпӑр», - тавӑраҫҫӗ унтисем. Шӑпа пулчӗ ку, ахӑртнех, манӑн.

Колхозра ӗҫлеме пуҫларӑм, патшалӑх укҫине илесчӗ тесе хыпӑнса ҫеҫ ҫӳрес ҫук-ҫке. Правлени членне суйларӗҫ.

Йӑлӑмкасри пӗр хӗрарӑмӑн ӗни вилет. Вӑл ӑна вилмен тесе справка илесшӗн, мана правлени членне, суя свидетель туса ал пустарасшӑн. Эпӗ килӗшмерӗм, вӑл ман ҫинчен ҫӑхав ҫырма пуҫларӗ. Военком жалобӑна йышӑнмасть, пӗлет-ҫке-ха вӑл хӑйсем айӑплине. Хӗрарӑм Шупашкара ҫырса ярать. «Медведев военкома взятка панӑ та, ҫавӑнпа килӗнче пурӑнать» тесе.

Шупашкара чӗнтерчӗҫ, ҫар хуралӗнче тӑма пултарать тесе йышӗнчӗҫ. Уралти пӗр чаҫе ӑсатрӗҫ. Златоуст управлениӗнчи Магниткӑра тимӗр тӑпри кӑларакан шахтӑра нимӗҫсене хуралласа ӗҫлеттермелле. Куссары станцире антӑмӑр. Магниткӑна ҫитме вӑтӑр ҫухрӑм. Хӗрӗх градуса яхӑн сивӗ тӑрать. Машин кузовӗ ҫинче «ташласа» ҫитрӗмӗр. Столовӑйра та сивӗ, апачӗ ҫук. Пурӑна-киле столовӑйра йӗрке турӑмӑр.

Тепӗр виҫӗ кунтан тыткӑнри нимӗҫсене илсе килчӗҫ. Пурте ҫав тери тӗреклӗ. Вӗсен хушшинче пин ҫурӑ офицер. Шахтӑна, лесопилкӑна ӑсатрӗҫ вӗсене ӗҫлеме. Штольнӑра вагонеткӑсене ура сыппи таран шыв ҫинче тӗртсе ҫӳретчӗҫ. Нимӗҫсем шыва уҫласа кӑларчӗҫ, стойкӑсене штуктурка турӗҫ.

Уралти машинӑсем заводне тунӑ ҫӗрте те тыткӑнрисем пите нимайӑн ӗҫлетчӗҫ.

Вӑрҫӑ чарӑнни ҫинчен илтрӗмӗр. Тыткӑнрисене таҫта илсе кайрӗҫ. Пире те киле кайма приказ пулчӗ.

ЮЛАШКИНЧЕН

Пурнӑҫ йывӑрччӗ салтакран таврӑнсассӑнах. Ҫӑкӑр-тӑвар ҫитсе пымасть, крахмал пуҫтараҫҫӗ ҫынсем. Ҫапах чӑтнӑ, ӗҫленӗ. Ҫулсем иртнӗ май пурнӑҫ майлашса пычӗ.

Праскипе иксӗмӗрӗн ачасем те пулчӗҫ. Пӗр вӑхӑт ҫемье вунӑ ҫынна та ҫитрӗ.

Ҫапла, ҫӑмӑлах килмерӗ кунҫул, анчах ҫӗршыв панӑ тӑватӑ медаль пулни-иртнин йывӑрӑшне таять пулӗ тетӗп.



Асаилӗвсене Герасимов Н.П. пухса хатӗрленӗ,
http://medved.gerasim.info сайт ҫинчен илнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-24 22:08:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7390 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем